Russian
English
Arabic
Chinese (Simplified)
Chinese (Traditional)
French
German
Italian
Japanese
Kazakh
Portuguese
Spanish
Turkish
  1. Пресс-центр
  2. Новости
  3. Новости
  4. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцие хутшăнма йыхравлатпăр

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцие хутшăнма йыхравлатпăр

zna8lpumxwxx54hz7lh6myl7pe1gkyr5.jpg
zna8lpumxwxx54hz7lh6myl7pe1gkyr5.jpg
14 апреля 2025 Просмотров: 187

Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин ҫулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» вĕренÿ акцийĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 13.00 сехетре иртет.

Акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант çырас кăмăллисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тĕп вĕренÿ çуртĕнчи 330-мĕш пÿлĕмре (К. Маркс урамĕ, 38) кĕтетпĕр.


#ЧГПУ #УниверситетЯковлева #педвузыРФ