«Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ» викторинăна хутшăнма йыхравлатпăр
18 марта 2025
Просмотров: 210
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата Чăваш наци конгресĕ пурне те Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа ирттерекен «Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ» викторинăна хутшăнма йыхравлаççĕ. Вăл пушăн 21-мĕшĕнче дистант мелĕпе 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен çак ссылкăпа иртет https://onlinetestpad.com/kvvfyepdif5gm
Пĕр IP-адресран пĕр хутчен кăна кĕме пулать.
Викторина ыйтăвĕсене хуравланă хыççăн унта хутшăннине çирĕплетекен сертификата тÿрех уçласа илмелле. 90-100 балл пуçтарнисем викторина çĕнтерÿçисенм шутланаççĕ, 80-85 балл пуçтарнисем – призерсем.
Положени [1,13 Mb]
#ЧГПУ #УниверситетЯковлева #педвузыРФ